Тӑвай районӗнче пурӑнакансем тинех лӑш сывласа янӑ теме пулать. Ку хыпар ҫуран ҫӳрекенсемшӗн, тен, аплах та мар пулӗ-ха. Анчах Тутар Республикине тата Чӗмпӗр облаҫне каян-килен автомашина хуҫисем уншӑн хавасланма тивӗҫ. Ара, вӑл ҫулпа ҫӳресе курнисем Тӑвай–Чӑваш Чутей–Мӑн Кайпӑҫ ҫулпа ҫӳресси чӗр нуша пулнӑ теҫҫӗ. Вунӑ ҫул ытла юсаман ҫул япӑхсах кайнӑ иккен. 3 километр ытларах ытларах тӑршшӗ ҫула строительсем икӗ уйӑхран кӑшт сахалтарах вӑхӑтра юсаса пӗтернӗ. Ӗҫ калӑпӑшӗ вара пӗчӗк пулман-мӗн. Мӗншӗн тесен ӑна юсанӑ кӑна мар, сарнӑ та.
Ҫул юсани пирки каларӑмӑр та, Канаш районӗнчи Шаккӑл ялӗнче пурӑнакансем те халӗ хавасланма пултараҫҫӗ. Нумаях пулмасть ҫул-йӗрҫӗсем Канаш–Шаккӑл автоҫула та юсанӑ. Ӑна та сарнӑ, ҫул айккисене ҫирӗплетнӗ.
Сӑнсем (7)
Ҫӗртмен 22-24-мӗшсенче Шупашкарта тӗрлӗ мероприятисем иртӗҫ. Вӗсен шутӗнче Ҫимӗк (шӑматкунпа вырсарникун), Республика кунӗ тата шкул вӗренсе тухакансен кӑларӑм каҫӗсем. Унсӑр пуҫне тата республика районӗсенче «Акатуй» тата «Сабантуй» уявӗсем иртӗҫ. Ҫӗртмен 22-мӗшӗнче Ҫимӗк кунне 294 ял таврашӗсенче, 73 чиркӳре тата 395 ҫӑва-масарсенче ирттерме планланӑ.
Асӑннӑ кунсенче пӗтӗмпе 390 полици ӗҫченӗсем хӑрушсӑрлӑха тытса пырӗҫ. Ҫимӗк кунне 359 ял таврашӗнче, 134 чиркӳре тата 281 ҫӑва-масарсенче тӗрлӗрен мероприятисем иртӗҫ. Вӑл кунхине саккун йӗркине 352 ОВД ӗҫченӗсем, Республика кунӗнче вара Шупашкарта — 600 полици ӗҫченӗсем тытса пырӗҫ. Тӑвай районӗнче (кӑҫал Республика кунӗ унта та иртет) — 85 полици ӗҫченӗсем.
Унсӑр пуҫне тата ҫӗртмен 20-26-мӗшӗнче шкултан вӗренсе тухакансен кӑларӑм каҫӗсем кунне ятарлӑ потрульсем сыхлӗҫ, 381 полици ӗҫченӗ йӗркене тытса пырӗ.
Юлашки ҫулсенче республикӑра «Агро-100» клуб йӗркелесси ырӑ йӑлана кӗчӗ. Мӗне пӗлтерет-ха вӑл? Вӑл — ял хуҫалӑх предприятийӗсем епле ӗҫленине кӑтартакан рейтинг. Иртсе кайнӑ ҫулталӑкри ӗҫ-хӗле шута илсе Чӑваш Енӗн «Агро-Инновации» хысна предприятийӗ «Агро-100» клуб йӗркелет. Ӗнер вара ҫавна презентациленӗ.
Клубӑн пӗрремӗш йӗркине «Авангард» тулли мар яваплӑ общество — «Ҫӗрпӳри бекон» йышӑннӑ. Ун хыҫҫӑн Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ тата «Юрма» агроходинг пыраҫҫӗ иккен. Вӗсем хыҫҫӑн — «Ольдеевская» агрофирма, Елчӗк районӗнчи «Комбайн» кооператив, Йӗпреҫ районӗнчи «Рассвет» общество, Шупашкар районӗнчи «Чӑваш бройлерӗ» общество, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Коминтерн» кооператив, Тӑвай районӗнчи «Акконд-агро» фирма, Комсомольски районӗнчи «Ҫӗр улмие мухтав» агрофирма пыраҫҫӗ.
Ӗҫсӗрлӗх ыйтӑвне патшалӑх татса пама тӑрӑшать пулин те хальлӗхе официаллӑ статистикӑпа республикӑра 5 253 ҫын ӗҫ вырӑнӗ тупайман-ха. Пӗлтӗрхи ҫулсемпе танлаштарсан паянхи лару-тӑру иртнӗ ҫулхи кӑтартусенчен самай лайӑхрах. Уйрӑмах Муркаш (ӗҫлеме пултаракан халӑхран 0,24%), Тӑвай (0,33%) тата Ҫӗрпӳ (0,30%) районӗсенче ӗҫсӗрлӗх кӑтартӑвӗ чи пӗчӗк шайра вара.
Ӗҫсӗр ларакан ҫынсен шучӗ 1 процентран та сахал пулни тӗрӗсех мар пулӗ — ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсене ҫӳремен ҫынсен йышӗ те паянхи пурнӑҫра пӗчӗк мар.
Чӑваш Республикинче организацийӗсенче ҫурма ставкӑпа ӗҫлекенсен шучӗ — 438 ҫын.
Ӗҫ ҫук тени те тӗрӗсех мар пуль — паянхи кун 2 359 предприятипе организаци хӑйсене валли ҫынсем шыраҫҫӗ.
Республика кунне халалласа 30 ытла тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Кун пирки ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче иртнӗ черетлӗ ларӑвӗнче Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов каланӑ.
Уяв программине кӗскен тишкерсен йӑлана кӗнӗ мероприятисен шутне халӑх пултарулӑхӗн «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивальне, алӗҫ ӑстисен «Ӑстасен Раҫҫейӗ» конкурсне, Акатуя, фейерверк фестивальне кӗртме юрать. Кӑҫалтанпа пуҫласа ирттерекен проектсенчен вара «Театрсен каҫне» асӑнма пулать. Шухӑшланӑ-ӗмӗтленнӗ пек пулса пырсан, вӑл чӑннипех асра юлмалли пулӑма ҫаврӑнмалла.
Предприятисене «Регионсем — килӗштерсе ӗҫлессин чикки ҫук» 4 кунлӑх курава йыхравлаҫҫӗ. Тӑван енӗмӗр ҫуралнине паллӑ тунӑ вӑхӑтра кӑҫал та республикӑра ҫӗнӗ темиҫе объект хута яма палӑртнӑ.
Республика кунне халалласа ирттерекен мероприятисен сметине те палӑртнӑ — вӑл 12 миллион та 968 пин тенкӗпе танлашать.
Аса илтеретпӗр, ытти ҫулхиллех уяв Шупашкарта кӑна иртмӗ — хальхинче ӑна ҫӑвӑн пекех Тӑвай районӗнче паллӑ тӑвӗҫ.
Пенза облаҫӗнчи ҫул-йӗр ҫинчи инкек тата ун вӑхӑтӗнче пысӑк ҫухату тӳснине кура Вӑрмар районӗнче хурлӑх кунӗсем ирттерме йышӑннӑ.
Аса илтеретпӗр, автоинкеке Вӑрмар тата Тӑвай районӗнчен ӗҫлеме тухса кайнӑ арҫынсем тӑван килӗсене таврӑннӑ чух лекнӗ.
Хурлӑх кунӗсем икӗ талӑка — паяна тата ырана — пырӗҫ. Ҫав кун вӑрмарсем Раҫҫей тата Чӑваш Енӗн патшалӑх ялавӗсене антарӗҫ, уяв тавраш йӗркелемӗҫ.
Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗ шкул ачисем хушшинче ирттернӗ «Асамлӑ хӗҫ» комикссен ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫак конкурса пуҫарса эпир ачасемпе ҫамрӑксен ӳнер пултарулӑхне аталантарас, ҫӗршыв историне тӗпчесе тишкерес, ушкӑнпа ӗҫлеме хӑнӑхтарас тата ҫутҫанталӑкпа тӑван тавралӑх пулӑмӗсене ӳкерчӗк мелӗпе уҫса пама вӗрентес тӗллев лартсаччӗ.
Ӑмӑрту темине тӗрӗс те ӑнлануллӑ палӑртма пултарайманран хутшӑнакансене эпир икӗ ушкӑна пайларӑмӑр: пӗринче хӗҫпе ҫыхӑнтарса ӳкернисем пулчӗҫ, тепринче — ыттисем. Хаклав ӗҫне пилӗк ҫын хутшӑнчӗ: Владимир Андреев (Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗн ертӳҫи); Владимир Карсаков («Салам» студин ертӳҫи); Надежда Иванова (Чӑваш республикин вӗренӳ институчӗн доценчӗ); Владислав Николаев («Тантӑш» хаҫатӑн тӗп редакторӗ); Николай Плотников (Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ). Хак панӑ чухне 5 баллӑ системӑпа усӑ курса. Вырӑнсене палӑртма пур хаклавҫӑсен те пӗтӗмлетӗвӗсене илсе вӑтам балл тупса, кайран вара историпе кӑшта пулин ҫыхӑннӑ ӗҫсене 1 балл хушса парса. Хаклав хучӗсемпе (кам епле хакланӑ) кунта пуллашма пулать.
Ытларикун Чӑваш Енри 10 ҫемьене пысӑк хуйхӑ илсе килни пирки массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пӗлтерчӗҫ ӗнтӗ. Синкер пирки эпир те хыпарланӑччӗ. Аса илтеретпӗр, Вӑрмар тата Тӑвай районӗнчен Сочине ӗҫлеме тухса кайнӑ арҫынсем ҫав кун ҫул ҫинче инкеке лекнӗ — вуннӑшӗ (ҫав шутра водитель те) вилнӗ, тӑххӑрӑшӗ йывӑр суранланнӑ.
Сӑмах май, халӗ ытти хӑш-пӗр ҫӗнӗлӗх те уҫӑмланчӗ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, водителе шутласан салонта 20 ҫын пулнӑ. Унччен 19-ӑн тесе ҫырнӑччӗ. Раҫҫей шайӗнчи хӑш-пӗр МИХ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр пассажирӗ кафере тӑрса юлнӑ, тӗрӗсрех, асӑрхаманнипе ӑна пӑрахса хӑварнӑ имӗш. Ку сӑмах чӑнлӑхпа тӳр килсен ун пирки кӗпепе ҫуралнӑ тесе хӑюллӑнах калӑн.
Ҫакна та палӑртмалла. Шучӗпе пӗчӗк автобусра 13 ҫын кӑна лармалла пулнӑ иккен. Пассажирсем хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе те ҫыхӑнман-мӗн. Инҫе ҫула ӗҫе ҫӳрекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, вӑрӑм ҫулта ҫыхӑнса килме те кансӗр. Апла-и, капла-и, анчах водитель ҫывӑрса кайман тӑк (инкекӗн официаллӑ версийӗ шӑпах ҫавӑн пек) хирӗҫ килекен ҫул ҫине вӑл тухса кайман пулӗччӗ. Кунсӑр пуҫне водитель ҫав кун ирпе Сочие пырса ҫитнӗ, каялла та ҫав кунах тухнӑ текен хыпар та ҫӳрет. Тепӗр тесен, икӗ водитель пулсанах руле ылмашса тытса килетчӗҫ-ха ӗнтӗ. Пушар хыҫҫӑн шыв кирлӗ мар теҫҫӗ те, халӗ кун пирки калаҫнин те усси пулас ҫук. Малашне ҫавӑн пеккинчен асӑрханма ыттисем шута илсен кӑна ӗнтӗ...
Чӑваш Ен Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев инкек тӳснисен ҫемйисене пулӑшма ӗнер шантарнӑччӗ. Паян вара республикӑра ятарлӑ йышӑну та тунӑ иккен. Сӑмах май, ЧР Министрсен Кабинечӗн паянхи ларӑвне вилнисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑнинчен пуҫланӑ.
Паян ирхине Пенза облаҫӗнче пысӑк инкек пулса иртнӗ. Унта пӗчӗк автобус груз турттаракан машинӑпа ҫапӑннӑ, инкекре 10 ҫын вилнӗ, тӑххӑрӑшӗ суранланнӑ. Ҫавсем пурте чӑвашсем пулнӑ. Вӗсем Сочинчи стройкӑран таврӑнакан арҫынсем-мӗн. Эпир хальлӗхе пӗлнӗ тӑрӑх, вӗсем Вӑрмар тата Тӑвай районӗсенчен ӗҫлеме тухса кайнӑскерсем иккен.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ вилнисемпе аманнисен списокне хӑйӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Пысӑк хуйхӑ пырса ҫапнӑ ҫемьесемпе асӑннӑ управленин психологӗсем ӗҫлеҫҫӗ-мӗн. Управленире «хӗрӳ лини» те уҫнӑ. Унӑн номерӗ — 8(8352) 39-99-99.
Вилнисен тӑванӗсем ыран инкек пулнӑ ҫӗре тухса кайӗҫ, тӑванӗсене палӑртӗҫ.
Сӑмах май, Чӑваш Ен Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев та вилнисен ҫемйисемпе пӗрле хурланни ҫинчен пӗлтернӗ, шар курнисене пулӑшма шантарнӑ.
Ытти хӑш-пӗр ҫул ҫанталӑк ака уйӑхӗн ҫуррисене ҫитнӗ-ҫитмен ӑшӑтса яраканччӗ. Кӑҫалхи ҫур аплах васкамарӗ. Ҫапах та ҫакӑ хресчен те йӑраланнине пӗлтермест. Чӑван Енӗн ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи лару-тӑрӑва иртнӗ ҫулхи ҫав тапхӑртипе танлаштарса тишкерсен ҫуртрисене кӑҫал пӗлтӗрхинчен икӗ хут ытларах акма ӗлкӗрни палӑрать. Ял хуҫалӑх предприятийӗсем хальлӗхе 107 пин гектара ҫӗннӗ. Процент ҫине куҫарсан, ку вӑл 52% тенине пӗлтерет.
Кӑнтӑр енчи районсенче ҫӗр те маларах пулса ҫитнине кура ака-сухана маларах тухаҫҫӗ. Комсомольски, Шӑмӑршӑ тата Елчӗк тӑрӑхӗсенче, акӑ, ҫурхи ӗҫсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ — асӑннӑ енчи хресченсем палӑртнинчен 82 процент ытларах акма ӗлкӗрнӗ. Ку енпе ҫурринчен иртнӗ Элӗк, Канаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Тӑвай районӗсенче те хирти ӗҫ-хӗл япӑх мар хӑвӑртлӑхпа пырать тесе палӑртать ЧР ял хуҫалӑх министерстви.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.
| Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |